Паян, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн аграрийӗсен хӑйсен професси уявне палӑртӗҫ. Тӗрӗссипе, календарь тӑрӑх пӑхсан, вӗсен уявӗ ҫак уйӑхӑн 2-мӗш вырсарни кунӗнчех пулнӑччӗ. Анчах хресчен хирти ӗҫ-пуҫа вӗҫлемесӗр кӗрекене пухӑнмасть. Кӑҫал тата йӗпи-сапи кӗрхи ӗҫсене ирттерме хытах кансӗрлерӗ.
Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Унта районсен делегацийӗсем килсе ҫитӗҫ. Яланхиллех тӗрлӗ курав йӗркелӗҫ. Хӑйсен продукцине сутлӑха республикӑри 10 ытла предприяти тӑратӗ.
Аграрисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламламалла. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов отчет тӑвӗ. Ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ шайри наградӑпа чыслӗҫ. Тата, паллах, концерт та пулӗ.
Шупашкар районӗн ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ.
Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ.
— Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра.
Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ.
Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх-чӗрлӗх фермисене хӗле хатӗрлессипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте шартламана кӗтсе илме хатӗр те ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте ӑна-кӑна тумалли вак-тӗвексем пур-ха.
Ӗҫе вырӑнсенче епле йӗркеленине район шайӗнчи комисси тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейскинче те ҫаплах. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) тулли мар яваплӑ обществӑна кайса курнӑ. Унта 200 пӑру тытмалӑх вите юсассипе тар тӑкаҫҫӗ иккен. Шӑратса ҫыпӑҫтармалли ӗҫ-пуҫ кӑна юлнине пӗлтернӗ-мӗн вырӑнтисем. Яманакри сӗт-ҫу ферминче вара хӗле кӗме хатӗр. Апат та ҫителӗклех: 3,3 пин тонна сенаж; 1,1 пин тонна куккурус силосӗ тата 300 тоннӑна яхӑн утӑ хатӗрленӗ. Паянхи кун кашни ӗнерен талӑксерен вӑтамран 15 килограмм сӗт суса илеҫҫӗ-мӗн.
«Волит» тулли мар яваплӑ общество выльӑхӗсен те хӗллехи кунсенчен шикленме сӑлтав ҫук. «Караево» хуҫалӑх та Кӳлхӗрринчи сӗт-ҫу ферминче тӑрӑшсах ӗҫлет иккен — вак-тӗвек юсав кӑна юлнӑ.
Сӑнсем (4)
«Ҫӗрулми пуҫтарма кайма тухрӑмӑр та», — тесе шӑнкӑравларӗ Каҫал тӑрӑхӗнче отпускри пӗлӗшӗм. Чӑн та, хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Юпа уйӑхӗн ҫуррине ҫывхаратпӑр та, «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинче паян кун та тар тӑкнине илтсен тӗлӗнмелле пек те тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, кӑҫал ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май памарӗ те ҫак кунсенчи уяр кунсемпе усӑ курса юласшӑн.
Усӑ курма терӗмӗр те, чӑн та, пурин вӑйӗпе те усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсене те, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансене те паян хирте курма пулать. Вӗсем кӑна-и — республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем те Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр хуҫалӑха кайса кишӗр кӑларса пулӑшнӑччӗ.
Комсомольскинче кӑна мар, ытти районта та уя тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансене кӑларнӑ. Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав, Улатӑр тӑрӑхӗсенче те ҫавӑн пекех. Юпан 11-мӗшӗнче вӑл енчи ӗҫ-пуҫпа паллашма Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ Владимир Дмитриев тухса кайнӑ. Сӑмах май, район администрацийӗсенче, ял тӑрӑхӗсенче, социаллӑ учрежденисенче тата ытти сферӑра тӑрӑшакансемпе пӗрлех Гостехнадзор инспекторӗсем те хирте ӗҫленӗ.
Кӑҫалхи ҫул ҫанталӑкӗ хресчене хытах такӑнтарчӗ ҫав. Тунтикун тӗш тырӑ вырмалли 2,5 пин гектар ҫинче выртать иккен. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми кӑлармалли — 3,2 пин гектар. Юлашкинчен каланине процент ҫине куҫарса пӑхсан, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн 69,5 процентне кӑларни курӑнать. Тухӑҫ та пысӑках мар — гектар пуҫне 149,5 центнер тухать. Пӗлтӗр ку кӑтарту 187,6 центнерпа танлашнӑ.
Ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ, ҫанталӑк уяртнине кура, канмалли кунсенче палӑрмаллах вӑйланнӑ. Пӑрачкав районӗнче ӑна кӑларса пӗтернӗ. Кунсӑр пуҫне Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче ӗҫленӗ. Тепӗр чух палӑртар — ку вӑл тунтикун тӗлнехи цифрӑсем. Чи пысӑк лаптӑк Патӑрьелпе Комсомольски районӗсенче иккен.
Пахча ҫимӗҫе мӗнпур лаптӑкран 64 процентне пухса илнӗ. Хӑмлана вара татса пӗтернӗ.
«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха...
Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн аграрийӗсем нумаях пулмасть Чехи Республикине тухса кайнӑ. Официаллӑ йыша ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ертсе пырать иккен. Делегацине вара пурӗ 12 ҫын кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче республикӑн Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, фермер тата врач кӗнӗ.
Чехинче йыш асӑннӑ ҫӗршывӑн Аграри палатин президенчӗпе Ян Велебпа, суту-илӳ палатин вице-президенчӗпе Жосеф Силикпа тӗл пулнӑ. "Zemedelec» текен ял хуҫалӑх куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, пахча ҫимӗҫ тата чечек ҫстееркен предприятие ҫитсе курнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, енсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки ал пусмалла.
Кӑҫалхи ҫул ҫанталӑкӗ хресчене майлӑ пулмарӗ. Малтан вӑл типӗ тӑнипе тата шӑрӑхпа аптӑратрӗ. Пуҫтарса кӗртме вӑхӑт ҫитсен ҫумӑр тапранса кайрӗ.
Ҫӗрулми кӑларасси йывӑррӑн пыни май палӑртнӑ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ ҫак ӗҫе студентсене явӑҫтарас шухӑша палӑртни пирки, йӑнӑшмастӑп пулсан, маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем тухнипе тухманни пирки пӗлейместпӗр те, анчах Патӑрьел районӗнчи ветеринарсем вырӑнти «Исток» агрофирмӑна ҫӗрулми пухса кӗртме пулӑшаҫҫӗ.
Асӑннӑ райjнти ытти хуҫалӑха илсен, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» «Батыревский», «Малалла», «Первомайск», «Красное Знамя», «Труд», «Корма» предприятисенче кӑлараҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар хули тӑрӑх «сӗт караванӗ» иртсе кайнӑ. Ултӑ брендран тӑракан кортеж чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи лаптӑка пырса чарӑннӑ. Ара, унта шӑматкун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлакан «Сӗт фестивалӗ — 2013» фестивале халалласа сӗт-турӑх астивме май туса панӑ.
Хула ҫыннисемпе Шупашкар хӑнисене хӑйсен продукцине «Акконд-Агро», «Ядринмолоко», «Юнимилк», «Вурнары Завод СОМ», Куславккари сӗт завочӗ тата ытти предприятисем сӗннӗ. Уяв сӗмне кӗртме йӗркелӳҫӗсем артистсене те — «Янташ» тата «Саламби» ансамбльсене — йыхравланӑ.
Сӑнсем (32)
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ 3,4 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чӑвашстат уйӑх каяллахи ҫав кунпа танлаштарса пӑхнӑ та парӑм виҫи ҫав тапхӑртинчен 51,7 процент чакнине асӑрханӑ. Федерацин Атӑлҫи регионӗнчипе те виҫсе хакланӑ. Пирӗн патри ӗҫ укҫи парӑмӗ чи пӗчӗкки иккен.
Ӗҫ укҫипе парӑмлисене отрасльсем тӑрӑх та тишкерсе тухнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ укҫи парӑмӗнчен пысӑк пайӗ — 2,3 миллионӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсене пырса тивет иккен. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле мар та пулӗ — ку енпе лару-тӑру яланах ҫавӑн пек пулнӑ-тӑр.
Ҫитменнине халӗ ял хуҫалӑх отарслӗшӗн ӗҫҫи тапхӑрӗ пулнине шута илсен ӳпкелеме те йывӑр тейӗн. Анчах, мӗн тӑвӑн, ҫынсем айӑплӑ мар — вӗсене шалӑва вӑхӑтра тӳлемелле. Хӑш-пӗр чухне пуҫлӑхсене судпа айӑпласа та ӗҫ укҫине тӳллетерме тивет. Ав, Улатар районӗнчи, Аверьев фермера ҫапла айӑпланӑ хыҫҫӑн вӑл шӑкӑрттин кӑна хӑйӗн ӗҫченӗсене 2,2 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |